«Савăнатпăп санпа, Чăваш ен», чăвашсене çутта кăларакан сумлă та чаплă педагог, Иван Яковлевич Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине халалланă, чăваш чĕлхипе литература эрнинче ирттернĕ ĕçсем.

2023-мĕш çул Раççейре педагог тата наставник çулталăкĕ. Чăваш Енре ăна телейлĕ ачалăха халалланă. Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче пĕтĕм тĕнче чăваш чĕлхи кунне паллă тăвать. Йăлана кĕнĕ тăрăх, эпир çак кун чăваш халăхĕн çĕнĕ çырулăхне, наци шкулне никĕсленĕ Иван Яковлевич Яковлева аса илетпĕр.

И.Я. Яковлев-чăвашсен аслă патриархĕ. Кăçал Аслă вĕрентекенĕмĕр И.Я.Яковлев çуралнăранпа 175 çул çитнине палăртса,М.В.Силантьев ячĕпе хисепленсе тăракан Çĕрпӳри пĕрремĕш вăтам шкулта кунсерен тĕрлĕ мероприяти иртрĕ: чăваш халăхне çутта кăлараканăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлне халалланă класс сехечĕсем, И.Я.Яковлевăн ача-пăча калавĕсен вулав сехечĕсем, килĕшнĕ хайлавĕсем тăрăх ÿкерчĕксем туни, И.Я.Яковлевăн пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ» çулçÿрев урокĕ,И.Я.Яковлев çинчен пĕлетĕр-и?» вăйă.

Чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсем кашни класрах вӗрентекенсем «И.Я. Яковлев - аслӑ вӗрентекен» темӑпа калаҫу ирттерчӗҫ.

Ака уйăхĕн 26-мĕшĕнче ачсемпе вĕрентекенсем «Чăваш çырулăхĕн ăстисем»  диктант çырчĕç.  Вӗсем хӑйсен пӗлӗвне, чӑвашла йӑнӑшсӑр ҁырассине, чарӑну паллисене лартассине тӗрӗслерӗҁ.

Чӑваш чӗлхи эрнине халалласа шкулти 8-9 класра вӗренекенсем стена хаҫачӗсем кӑларнӑ.

Иван Яковлевич ячĕ пирĕншĕн яланах хисеплĕ те чыслă. Унăн ĕҫĕсене паянхи кун та асра тытса пыратпăр.

Иванова Е.Н.,чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕ